Иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявларӗҫ. Ҫавна май ҫӗршыври кашни тӑрӑхра концертсем иртрӗҫ. Ҫав шутра — Красноярск хулинче те. Красноярск енӗнчи «Енисей» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх вырӑнти чӑвашсен хорӗ те ҫак уява хутшӑннӑ. Вӗсем халӑх умӗнче «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарса панӑ. «Ах, юратупа выляма кирлӗ мар, Юрату вӑл, юрату вӑл, вӑйӑ мар» сӑмахсене Красноярск ҫыннисем хаваслӑн итленӗ, хӑлхисене чикнӗ.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Раҫҫейре 2005 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Ӑна 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑма халалланӑ. Вӑл вӑхӑтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тӗрле халӑха пухса Мускавран поляксен ҫарне хӑваласа янӑ. Паянхи уявӑн тӗп шухӑшӗ — халӑх пӗрлӗхне сума суни.
«Ҫурхи вӑрманта» юрӑ вара Константин Евруков юрӑҫ репертуарӗнчен. Авторӗсем паллӑ мартан халӑх юрри шутланать.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявланӑ чух, Шупашкарта хӑш-пӗр урама хупласа хурӗҫ. Вӑл вӑхӑтра машинӑсене иртсе ҫӳреме тата чарса лартма чарӗҫ.
Хӗрлӗ лапамри 1, 3, 5-мӗш ҫуртсем, ҫавӑн пекех Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ лапам таран машинӑсене ирттермӗҫ. Чару ирхи 7 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ.
10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен автомобильсен Константин Иванов урамӗпе ҫӳреме юрамӗ. Чару Свердлов урамӗ тӗлӗнчен Шупашкар заливӗн дамби таран пырӗ. Шупашкар заливӗн дамбинчен пуҫласа Воробьев композиторсен урамӗ, асӑннӑ урам Ярославль тата Карл Маркс урамӗсемпе хӗресленнӗ, Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Республика лапамӗ таран та машинӑсене ирттермӗҫ.
Ҫула тухнӑ автомобильсене Мускав проспекчӗпе, Президент бульварӗпе, Джержинский, Ярославль, Калинин, Водопроводнӑй урамсемпе кайтарӗҫ.
Мускавра ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне ирттереҫҫӗ. Унта пирӗн ентешсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапам тӑрӑх ытти халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрле чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ 200 ытла пултаруллӑ ҫын юрласа та ташласа, карталанса иртесси пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Мускаври уява хутшӑнма Етӗрне районӗнчи «Вирьял», «Латус», Шупашкар районӗнчи «Ҫеҫпӗл», «Шемшер Ен», «Туслӑх», «Шурӑмпуҫ», «Шортан», «Толикасинские бабки», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», «Кӑмӑл», Муркаш районӗнчи «Муркаш» тата Шупашкарти «Юрай», «Уяв» пултарулӑх ушкӑнсем тухса кайнӑ. Артистсен юрри-ташшине ҫутатма Чӑваш Енрен Мускава каякан делегаципе пӗрле Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем те ҫула тухнӑ.
Паянтан пуҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать. Михаил Игнатьева хӑйӗн пуканне, паллах, пушатма ыйтман — ку улшӑну республика Элтеперӗ канма шутланипе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн канӑвӗ чӳкӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Ӗнер вара Михаил Васильевич Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ митинга пурӗ 10 пин ҫын пухӑннӑ, унта республика Элтеперӗ те ҫитнӗ. Сӑмах май, халӑха пӗрлештерес тесе ирттернӗ митингра темшӗн ытларах вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланнӑ, ялавӗсем те ытларах Раҫҫей патшалӑхӗн пулнӑ. Патшалӑх органӗсене купи-купипех ҫак танмарлӑх пирки ҫыру ҫырсан та ку тӗрӗсмарлӑха ниепле те пӗтерме ҫук пулас.
Сӑнсем («ПроГород» хаҫатӑн)
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ӗнер, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, тӗрлӗ хуласенче пӗчченле пикетсем ирттернӗ. Шупашкарта, Хусанта, Чуллӑ Ҫырта тата Ӗпхӳре хастарсем республикӑсенче чӗлхесен пӗртанлӑхне тытса пыма; кӑк халӑхсене шкул умӗнхи, пуҫламӑш, вӑтам тата аслӑ пӗлӗве хӑйсен чӗлхипе вӗренме майсем туса пама; ППЭ экзаменӗсене тӑван чӗлхепе тытма ирӗк пама; патшалӑх хут ӗҫӗсене вырӑс чӗлхипе танах тӑван чӗлхепе те тума; наци республикисенче РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухакан кӑк халӑхсен чӗлхисене вӗрентме пӑрахма пултаракан саккуна пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.
Чӑваш Енрен резолюцине «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗн председателӗ Дмитрий Степанов алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех тутарсен «Ылтӑн Урта» юхӑмӗн ертӳҫи Данис Сафаргали, Тутар халӑх центрӗн Чуллӑ Ҫырти уйрӑмӗн пайташӗ Булат Гатин, пушкӑртсен «Күк бүре» (чӑв. Кӑвак кашкӑр) юхӑмӗш ертӳҫи Азат Сальманов тата Пушкӑрт шурсухалӗсен (аксакалӗсен) канашӗн секретарӗ Рамиль Саитов алӑ пуснӑ. Резолюцине Владимир Путина, Михаил Игнатьева, Рустэм Хамитова, Рустам Минниханова ярса панӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ҫавӑн пекех тепӗр сӗнӳ хучӗ те янӑ — республикӑсенче «Вырӑс маршӗсене» ирттерме чарасси пирки.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, ҫынсене республикӑри спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви физкультурӑпа спорт сооруженийӗсем кирек кам харпӑрлӑхӗнчине пӑхмасӗрах тӳлевсӗр кӗртме, пулӑшӑва та тӳлевсӗр кӳме сӗннӗ иккен.
Сывлӑхпа спортӑн пӗрлехи кунӗ кашни кварталта пӗрер хут иртет. Республикӑн спорт ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫынсене спортпа ҫывӑхлатас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Килес ҫул апла куна уйӑхсерен йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ.
Хальхинче хӑш спорт сооруженине тӳлевсӗр кӗртесси пирки Спортминӗ маларах ыйтса пӗлме сӗнет. Спорт учрежденийӗсен списокӗпе асӑннӑ ведросмствӑн сайтӗнче, «Справочник» текен уйрӑмра паллашма пулать.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» акцие йыхравлать. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ.
Ҫав кун каҫхи ултӑ сехетрен пуҫласа каҫхи тӑххӑрччен ӳнерӗн тӗрлӗ енӗ пирки пӗлме май килӗ. Ҫав вӑхӑтра авалтан пыракан кӗвӗпе юрӑ ӳнерӗсемсӗр пуҫне хальхи вӑхӑтри кино тата фото ӑсталӑхӗ пирки те каласа кӑтартӗҫ. Ӳнер каҫне пынисене фольклор инструменчӗсене епле ӑсталанипе паллаштарӗҫ кӑна мар, вӗсемпе калассин хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне те ӑша илтерӗҫ.
Музейӑн кинотеатрӗ «Сарпике» фильмри сӑнарсемпе паллаштарӗ. Кинона 1927 ҫулта Иакинф Максимов-Кошкинский сценарийӗпе ӳкернӗ. Фотосалонта вара 19-мӗш ӗмӗрти ҫипуҫа тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне поэзи каҫӗ те иртӗ. Хореографсем вара Латинла Америкӑри бачата ташӑри тата иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ диско-хастл стильти хусканусене тума хӑнӑхтарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.